A+ A A-

«Хлестакова выляс килет...»

Оцените материал
(0 голосов)

Сергей Иванова, К.В. Иванов яч?лл? Ч?ваш патшал?х академи драма театр?н артистне, п?лмен театрал çук пуль: ?на кашни с?нара вар-хыр?м хытиччен кулмалла е куççуль к?лармалла кал?плама пултарн?ш?н юратаçç?. Камитсенче те, драм?сенче те п?р пек ?нентер?лл? в?л. Çурла уй?х?нче Сергей Петрович çут т?нчене килн?ренпе çур ?м?р çитнине палл? тур?, ку эрнекун вара, юпа уй?х?н 14-м?ш?нче 18 сехетре, Ч?ваш Республикин хал?х артисч? театра юратакансене юбилей яч?пе хат?рлен? пултарул?х каçне пырса курма йыхравлать. Унччен к?шт маларах юратн? артист «Республика» вулакан?сене х?й?нпе паллаштарма к?м?л тур?.
? Сергей, эсир килте миçен ?сн??
? Пилл?к?н пулн?, виç? ыв?л та ик? х?р. Эп? т?ватт?м?ш ача, ман хыçç?н тата й?м?к пур. П?р пичче, шел, пиртен в?х?тс?р уйр?лса кайр?.
? В?сенчен, эп п?лессе, никам та артист мар, аçу-анн? те театртан аякри çынсем темелле, Ивановсен к?ç?н ыв?л? артиста тухни м?нле пулса иртн?-ши?
? Çемьере çук та артистсем, анчах пир?н ялта пурн?çне культур?па çых?нтарн? нумай палл? çын çуралн?. Пир?н касрах, ак?, Николай Казаков композитор, пир?н к?ршех в?л. Эпир т?ван та лекетп?р, икк?н те к?тра (кулать). Тата Юрий Григорьевпа Александр Васильев композиторсем, Николай Дмитриев юр?ç...
? Çавах та в?сем Ивановсем мар-çке...
? Х?й в?х?т?нче аннен икк?м?ш сып?кри й?м?к?н, ман?н Таня аппа пулать в?л, пит? артист пулас килн? тет. Илемл? к?леткелл?, с?нран чипер х?рар?мчч? в?л, сасси уç?чч?, хитре юрлатч?. В?ренме каяс шутл? та пулн?, анчах в?л в?х?тра самани йыв?ртарах килн?, килте пул?шмалла, ам?ш? çав?нпа та яман. Эп? Мускава артиста в?ренме к?рсен в?л çак?н çинчен куççуль к?ларсах каласа пач?: «Ман ?м?т?м санра пурн?çланч?», ? тер?.
? Çапах та, ачаранах ?м?тленн?-и вара эс артист пулма?
? Кашни ачанах, в?л пурн?ç?нче театрта пулса курн? хыçç?н пушшех те, шалта, ч?ри т?п?нче артист пулас ?м?т, к?м?л çуралать пул?. Анчах пурте шутлатп?р, в?л пурн?çланаймасть, ?м?т çеç тесе. Вара ур?х професси çинчен шух?шлама пуçлат?н: кам?н шофер, кам?н электрик пулас килет. Артист пулас çав туй?м путса-путса пырать те кайран вуçех п?чланса ларать.
? Сан?н х?в?н х?çан çак шух?ш тат?кл?н çир?пленч??
? 1989 çулта К.В. Иванов яч?лл? Ч?ваш патшал?х академи драма тата Çеçп?л Мишши яч?лл? Ч?ваш патшал?х çамр?ксен театр?сем валли артистсем хат?рлеме Мускава Щепкин яч?лл? театр институтне в?ренме яма ушк?н пуçтарасси пирки п?лтерч?ç. Эп ун чухне ш?пах шкул п?терн?чч?. Мана шкулти ч?ваш ч?лхи в?рентекен? Зинаида Николаевна Григорьева калар? ун çинчен, кайса п?хма с?нч?. Пир?н шкулта драма кружок? ?çлетч?, сцена çине тухса курман мар темелле. Геннадий Терентьев?н «Элпуç?нчи Нарспи» спектакльте т?п с?нарсенчен п?рне вылян?чч?. Пулать-и, пулмасть-и текелесех Ш?хасанта ирттерн? п?ррем?ш тура хутш?нт?м. Ун чухне эп п?р метр та алл? сантиметр ç?лл?ш çеçч?, п?ч?кк?. Мана кам илт?р тесех кайр?м-ха. Унта Валерий Николаевич Яковлев та килн?чч?, в?л мана икк?м?ш тура Шупашкара пыма калар?. Çавах «Унта мана никам та илмест» текен шух?ш?м çир?п-ха, алла аттестат илт?м те документсене Ч?ваш патшал?х ялхуçал?х институтне агрономи факультетне кайса пат?м. Ик? экзамен тытр?м унта. Çав хуш?рах театр конкурс? те пырать. Çамр?ксен театр?нче пире Вячеслав Оринов п?хр?, икк?м?ш тур пулч? ?нт?, в?л та мана теп?р тура иртнине п?лтерч?. Виçç?м?ш тур Ч?ваш патшал?х академи драма театр?нче иртр?. Килт?м, фойере – л?к тулли хал?х. П?рисем ташлаçç?, теприсем юрлаçç?... Эп? ташлама та, юрлама та п?лмест?п. Т?р?сех килт?м-ши, çавр?нса тухса каймалла мар-ши текелесе т?рат?п çапла ун-кун п?хкаласа. Ç?лтен темле х?ват «Атя ирт, х?в?н м?ск?нл?хне пытар» тер? пулмалла – иртр?м. К?т?м, комиссире Шупашкарти палл? артистсемпе режиссерсемс?р пуçне тата Мускавран, институтран килн? педагогсем лараçç?: Остальский Всеволод Порфирьевич, Селезнев Владимир Прохорович, Аносова Татьяна Николаевна. Вулаттарч?ç, к?шк?рттарч?ç, йыт?лла та çух?рттарч?ç ? х?йсем кулса лараçç?. Тухр?м, к?тетп?р м?н каласса. Хал?х нумай, п?р выр?на алл? çын ытла пулн? тер?ç-ха та ун чухне. Вара Геннадий Терентьев тухр? те хушаматсем вуласа пач? – списокра пуррисен теп?р кунне тата килмелле иккен. Унта ман ят та пулч?. Теп?р кунне татах к?мелле пулч? комиссире ларакансем патне, каллех тем?н те тутарттарч?ç. В?ç?нче каллех Геннадий Терентьев тухр? те хушаматсем вуласа пач?, пире суйласа илнине п?лтерч?, теп?р кунне документсене илсе килмелле, И.Я. Яковлев яч?лл? Ч?ваш патшал?х педагогика институт?нче экзаменсем тытма пуçламалла. Ман?н хутсем ал?ра мар-çке, ялхуçал?х институт?нче, кайр?м унта. Выр?сла та ырр?н калаçайман-ха, п?лн?-п?лмен каласа ?нлантарт?м артиста в?ренме к?ни çинчен. Тупр?ç ман хутсене, анчах памаçç?: «Экзаменсене лай?х пан?, биологипе сана т?рех «5» лартса пама пултараçç?, ниçта та каймаст?н, пир?н патрах в?рен?н», ? тер?ç. Хытт?н к?шк?рса ыйтайман ?нт?, тухр?м, т?рат?п институт ум?нче й?рсе ярас пек. Телей?м пур-т?р çав ? хам?р ял х?рачи иртсе пырать. Курч? пул? ман с?н-пит?ме, калат?п-çке, халь-халь й?рсе ярас пек т?рат?п. Каласа ?нлантарт?м ?на, вара в?л ман документсене илсе тухса пач?. Артист пуласси çав х?рача аллинчен пуçланч? темелле. Экзаменсене ?н?çлах тытр?м, çапла вара Мускавра артиста в?ренсе тухр?м.
? Ч?н-ч?н артист пулса т?т?м текен шух?ш х?çан çуралч??
? В?ренме кайма суйласа илн? чухне, сас-хура т?р?х, мана Çамр?ксен театр? валли тесе пал?ртн? пулн? тет. Калат?п-çке, 150 сантиметр çеçч? ун чухне. Мускав сывл?ш? усса кайр? пулмалла, унта в?ренн? чухне 176 сантиметр таран ?ссе кайр?м. Валерий Николаевич пир?н диплом ?ç?сене п?хн? хыçç?н пире суйлан?, эп? вара Ч?ваш патшал?х академи драма театрне лекр?м. Мускавра в?ренсе килт?м?р пулсан та, ?нлант?м?р, эпир театрта ним тума та п?лместп?р иккен. Эпир ? чуста. М?нле калаçмалла сцена çинче, м?н тумалла, м?нле вылямалла? Сиксе ч?третп?р репетицисенче. Мана тата Валерий Николаевич Доден пьесипе лартн? «Арлезианка» спектакльте т?п с?нара ? Фредерине ? пан?чч?. Х?тланатп?р, х?тланатп?р ? пулмасть. Премьера çитес ум?н мана çара илсе кайр?ç, выляймар?м та в?л с?нара. Çартан килсен вара Фредерин тарçине выляма пуçлар?м, т?п роле Слава Александров вылятч?.
Кайран артист чирлесе ?книне пула Андриян Павлов «М?ш?р шыраса» спектакле к?ртр?. Т?л?нмелле спектакльчч? в?л, унта Вера Кузьмина, Ефим Никитин, Николай Степанов, Шура Зайцева вылятч?ç, çав?н пек пыс?к артистсем! В?сен хушшине мана, çамр?ка, чиксе хуч?ç. К?рсе кайр?м, выля пуçлар?м, хал?х ал? çупнине туйса илт?м пулмалла ? в?çсе ç?ресе выляма тыт?нт?м, кил?ше пуçлар?. Малтан репетицисенчи ч?трени иртр? ерипен.
Унтан Валерий Николаевич «Праски кинеми м?нукне авлантарать» спектакльте м?нук?н с?нарне шанса пач?. Йыв?р пулч?, çав тери йыв?р пулч?. П?ррем?ш çулхине ч?тресех вылян? пул?-ха... Çав?нпа та артист пулса т?т?м тесе калама май та çук. Паянхи кун та эп хама ч?н-ч?н артист пулса çитн? тесе калаймаст?п, пулса çитеймен-ха тет?п.

Т?вай район?нчи Т?рм?ш ял?нче 1972 çулхи çурла уй?х?н 12-м?ш?нче çуралн?. 1993 çулта Мускаври М.С. Щепкин яч?лл? театр асл? училищине (институтне) в?ренсе п?терсен К.В. Иванов яч?лл? Ч?ваш патшал?х академи драма театр?нче артистра в?й хума пуçлан?.
Сцена çинче 30 çула ях?н тар т?кса вун-вун с?нар кал?план?, паян репертуарта пыракан спектакльсенче в?л ? П?ррем?ш Кени («Куккукл? сехет»), Ванькка («Чухх?м Ванькка авланать ? кай, кай, кай...»), Иоаким Максимов-Кошкинский («В?ри юнл? çемçе чун»), Муççа («Ялта»), Санькка («Ай, м?нтар?н çил-т?ман?»), Ваççа («Юрат?ва çул пар?р»), Якур мучи («Туя туй пек т?вар-и?»), Сатвар («Пихампар чун? манра») тата ытти те.
Сергей Иванов ? Ч?ваш Республикин тава тив?çл? артисч? тата Ч?ваш Республикин хал?х артисч?.
Театрта ?çлен? хуш?рах кинематографра та в?й хурать: в?л «Т?л?ннипе попугайсем те ç?вар караçç?», «Юратап, яратап», «Туй пулать-и, пулмасть-и» фильмсен режиссер?, артист пулса та нумай ?кер?нн?. П?т?м ч?вашсен IV «Асам» кинофестивал?нче «Икк?м?ш планри чи лай?х роль» номинацире («Х?рл? тин?сре» кинофильмра) ç?нтерн?.


? В?ренме п?рахмаст?н-ха апла...
? В?ренме п?рахмалла мар. Ытларах камитсенче т?п с?нарсене панине пула, драм?лла рольсене нимле те выляймаст?п пуль тесе шутлатт?мчч?.
Çамр?ксене выляр?м-выляр?м та, в?т?ртах Валерий Николаевич мана «Ялта» спектакльте Муççа рольне, 80-ран иртн? мучи в?л, с?нч?. П?тр? пуç ? ?на м?нле кал?пласа к?лармалла? Х?раса ?кр?м малтанласа. Х?тлант?м, к?ларт?м, ?çтеш?мсем лай?х пулса тухн? тесе хавхалантарч?ç. Старике те выляма пуçлар?м, «Тем пула пуçлар? пул? ман», ? тет?п хама хам.
В?ренен, кашни спектаклех, кашни с?нарах в?рентет. Унтан «Хурл?хл? хурама сасси» спектакльте Маркиçе выляр?м. Пачах ур?х с?нар. Усал çын с?нар?. П?ррехинче сцена çинче т?рат?п та, ум?нчи ретре ларакан п?р кинемей т?в?лса çитсе «Ыййй!» тенине илтр?м. Апла лай?х, ?нентер?лл? пулса тухн? иккен с?нар.
Ун хыçç?н çав тери в?ренмелли пулч? «Куккукл? сехет» спектакльти П?ррем?ш Кени с?нар?. Ку ?нт? психологилле, шалти туй?мсемпе, шух?шсемпе пур?накан çын с?нар?. Йыв?р пулч?. Автор? калан? т?р?х, аван пулса тухн?.
Паянхи кун шутлат?п, камитсенче вылят?п, драм?сенче вылят?п, ват?сене вылят?п ? тата м?н вылямалли юлн?-ши? Тен, выр?с, т?нче классикине? Гамлета, Отелл?на выляса п?хсан? Пултараят?п-ши? Пултараймасса та пултарат?п, çав?нпа та в?ренмелле те в?ренмелле, в?ренме них?çан та п?рахмалла мар. Хама пулса çитн? артист тесе калаймаст?п. Енчен те çавсене вылясан, сак?рвунна çитсен, ч?н-ч?н артист пулт?м тесе калама пулать пуль.
? Кирек м?нле артист?н та ?м?три роль пур. Сан?н ?м?три роль х?ш?-ши?
? Ман в?ренсе килсенех çав тери Гоголя выляс килетч?, «Ревизор» пьесинчи Хлестаков рольне. Институтра в?ренн? чухне Хлестакова к?штах т?к?нсе курн?, п?ч?к пайне вылян? ? çав с?нара туллин кал?плас килет.
? Сана куракан ытларах камитсенче курма х?н?хн?, сан амплуа кул?шла с?нарсем тесе йыш?нать чылай?ш?. Çак? кулянтармасть-и, тар?хтармасть-и?
? Хальхи куракан ш?пах çавнашкал с?нарсенче курасш?н пуль мана. «Сан?н ç?н? камит х?çан пулать-ха?» ? тесе ыйткаласах т?раçç? паллакансем. Тар?хтармасть те, кулянтармасть те, енчен те пьеси лай?х, режиссер? чапл? лартн?, хал?ха кил?шекен спектакль пулсан эп çав камитре вылян?ш?н, унти с?нара кал?план?ш?н сав?нат?п к?на. Камитсенче, ч?н та, хама шыври пул? пекех туят?п. Т?р?ссипе каласан, «Куккукл? сехетри» пек рольсене вылясан камитри с?нарсем те ур?хларах пулса тухаçç? – кул?шла пулсан та шалтан пуян, тар?н.
? Кал?п?р, сан п?р-п?р с?нара выляс килет, ?на вара теп?р артиста параçç?... Сан ун пекки пулман-и?
? Ку ыйт?ва ур?хларах хуравл?п. Театрта мана нумай артист çитмест, в?сенчен п?ри ? Геннадий Большаков. В?л вылян? с?нарсене п?хса ларатт?мчч? те, ман выляс килетч? в?сене. М?нш?н тесен в?л çав тери в?йл? артистч?. Эп с?нарсем тун? чухне унран ыйтатт?м, в?л айккинчен п?хса с?н? паратч?, т?р?с с?махсем тупса т?р?с çулпа яратч?. «Куккукл? сехетри» т?п с?нара Марина Карягина Геннадий Большаков валли çырн?. Шел те, Геннадий в?х?тс?р уйр?лса кайр? пиртен, вара ку с?нара мана пач?ç. Юратн? артист?н с?нарне ? ?на валли çырн? роле ? выляса курт?м. Хал? те ?çтеш?мсен лай?х пулса тухн? с?нар?сене курсан ман?н та в?сене выляс килсе каять, «Ма эп вылямаст?п-ши ?на, ма мана паман-ши?» ? тенисем пулкалан?, суймаст?п.
? Пурн?çунта, артист ?ç?нче кама х?в?н в?рентекен? тет?н?
? Çав тери нумай в?сем, п?р ятпа çеç калаймаст?н... Сцена çине пуçласа тухн? чухне ? Николай Степанович Степанов, малтан вылятч?, кайран премьер?сене курма килетч?. Те хам?р районсем пулн?ран, пир?н п?л?ме к?ретч? те калаçса ларатт?м?р. «Эс лай?х вылян-ха, анчах тата çапларах туса п?хсан м?нлерех-ши?» ? текелесе кирл? канаш-с?н? паратч?. Геннадий Терентьевич Терентьев, Вера Кузьминична Кузьмина...
Паллах, режиссерсем. Кашни режиссер кашни спектакльтех х?йне майл? в?рентет. Ник?сне хывакансем ?нт?, институтри преподавательсем. Тата сцена çинчи ?çтеш?мсем, в?сенчен те чылай в?ренет?п.
? М?нш?н артиста кайр?м-ши, агрономах пулмаллачч? текен шух?ш çуралман-и сан х?çан та пулсан?
? Ун пек шух?шсем пулман. Х?ш чухне, ч?н та, хал?хран ыйтас килет: «Кал?р-ха, т?вансем, эп т?р?сех артиста кайн?-ши е й?н?ш ут?м тун?-ши?» М?нш?н тесен хаклаканни ? куракан, театра юратакан. Артист ?ç? в?л ? чир. Енчен те çын театрпа п?рре чирлесе кайр? пулсан, в?л ?м?рл?хе. Паянхи кун ман?н сцена пулмар? т?к... Эп шутлама та х?рат?п. Хам ч?р?-сыв? чухне сцена çинчех вылясч?.
? Теп?р чухне, яланах тесе каламаст?п, артист спектакле ур?хларах, режиссертан ур?хларах куçпа, курма пултарать. Сан?н х?в?н режиссер пек спектакль лартас шух?шсем пулман-и? Кал?п?р, сана кил?шекен пьеса пур, сан ?на х?в?н лартас килет...
? Х?й в?х?т?нче эп? Т?вайри хал?х театрне ертсе пыт?м. Унта ик? спектакль лартр?м. Кино ?керессипе х?тланса п?хн?. Хам?р театрта... М?нле салтак генерал пулма ?м?тленмест? Шалта çав ?çе тытса п?хас шух?ш пур. Хальл?хе в?х?т çитсе пыраймасть-ха, м?нш?н тесен çав тери нумай спектакльте вылят?п.
? Тавах уç? калаçуш?н. Бенефисна лай?х ирттермелле пулт?р.
? Тав. Пурне те пултарул?х каçне йыхравлат?п.
Владислав Николаев калаçн?

Оставить комментарий

Поля со звездочками (*) надо обязательно заполнить. Базовый HTML код доступен.

Статистика

Количество просмотров материалов
146661

Рейтинги

Рейтинг@Mail.ru

Кто на сайте

Сейчас 86 гостей и ни одного зарегистрированного пользователя на сайте

2015-2020 © Газета "Республика" Государственного Совета Чувашской Республики

428019, г. Чебоксары, пр. И. Яковлева, 13, Дом печати, 7-й этаж.

Телефоны: 55-20-17, 62-82-00. E-mail:  Этот адрес электронной почты защищен от спам-ботов. У вас должен быть включен JavaScript для просмотра.

При использовании материалов сайта ссылка на интернет-версию газеты "Республика" www.respublika21.ru обязательна.

External links are provided for reference purposes. The World News II is not responsible for the content of external Internet sites.
Template Design © Joomla Templates | GavickPro. All rights reserved.

Login or Register

LOG IN

fb iconLog in with Facebook

Register

User Registration