Пêлтêр Раççейри халâхсен культура еткерêн çулталâкê пулнâччê. Чâваш Республики те тêрлê мероприяти ирттерсе савâнтарчê, иккêшê вара — «Раççейêн тêрленê картти» тата Раççейри ача-пâча пêрремêш фольклориади — уйрâмах тêлêнмелле пулса тухрêç. Çак мероприятисене чи çÿллê шайра йышâнса пысâк хак пачêç.
«Раççейêн тêрленê картти» проекта кâçал малалла тâсасшâн: пêрремêшê, çак проекта халалласа музей уçасшâн, иккêмêшê, Раççейри регионсен тêрленê карттисен фестивальне ирттересшêн. Çакâн çинчен Чâваш Республикин Пуçлâхê Олег Николаев Мускавра Раççей Федерацийêн культура министрêпе Ольга Любимовапа калаçса татâлнâ.
— «Раççейêн тêрленê картти» — питê хитре проект. Унâн тâсâмне фестиваль пек йêркелени халâхсен алâсталâхне, тêрêсен хâйнеевêрлêхне, халâхсен пултарулâх пуянлâхне кâтартма тата туйтарма май парать, — тенê Раççей министрê. Вâл фестивале, паллах, Чâваш Республикинче ирттерме сêннê, мероприятие грант уйâрса пулâшма пултарасса та систернê.
Раççей регионêсен тêрленê карттисен фестивалêнче тêрлê мероприяти — тêрленê карттâсен куравê, фольклор ушкâнêсен концерчêсем, âстасен мастер-класêсем — йêркелеме палâртаççê.
— Пêлтêр çêршыври чылай регионти âстасем хâйсен карттисене тêрлерêç, вêсенче – хâйнеевêр тêссем, эрешсем. Çак тêрêсем урлâ эпир Раççейêн пуянлâхне, çак пуянлâх урлâ халâхсен пêрлêхне куратпâр, çакâ пире тата вâйлâрах пулма пулâшать, — палâртнâ Олег Николаев.
Сâмах май, Чâваш Ен хыççâн хâйсен карттисене Белгород, Брянск, Курган, Псков облаçêсенче, Адыгей Республикинче, Камчатка крайêнче тата Чукотка автономи округêнче тêрленê.
Раççейêн тêрленê карттин музейê те Шупашкарта выр-наçê. Куравпа экспозици тата туристсене йышâнмалли павильонсен проекчêсем хатêр êнтê. Музей Хêрлê лапамра пулê.